Чăвашла диктант çырма чĕнетпĕр!

2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртет. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе.

Традици мелĕпе çырма кăмăл тăвакансене

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, пуху залĕ),

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт),

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче (Университет урамĕ 38-мĕш çурт),

Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче (Уруков урамĕ, 8-мĕш çурт)

12 сехет те 50 минут тĕлне кĕтеççĕ. 

Çавăн пекех, ялсенче, районта ятарлă вырăнсенче те çырма май пур.

Диктанта хăвăр пурăнакан вырăнта «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» тÿрĕ эфирĕсенче 13.00 сехетрен итлесе çырма пултаратăр. Диктант бланкне http://www.chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 15-20 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: dictant2017@yandex.ru .

Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» заняти Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт)

ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 13.00 сехетре (303 аудитори),

ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 13-сехетре (303 аудитори)  ирттереççĕ.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын хутшăнасса кĕтетпĕр.

Телефонсем:

ЧРВИн наци вĕренĕвĕн центрĕнче – 8(8352)584644 (Смирнова Л.А.),

Гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче – 8(8352)45-07-87 (Петров Л.П.), 8(8352)45-02-58 (Кузнецов А.В.). 

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://www.chgign.ru адреспа тупма пулать.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии