Заповедник урокĕсем

Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн экологи пĕлĕвĕ парас, рекреаци тата туризм енĕпе ĕçлекен пайĕ Раççейри заповедниксен тытăмĕ 100 çул çитнине халалланă «Заповедник урокĕсем» проекта активлă хутшăнма пуçларĕ. 

Чăваш Республикинчи шкулсем те çак проекта хутшăнаççĕ. «Заповедник урокĕнче» чи малтан ачасен «Экоцвет» экологи пĕрлешĕвĕн членĕсем тата Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕл паракан вăтам шкулти çиччĕмĕш, тăххăрмĕш классенче вĕренекенсем пулса курчĕç. 

Ачасем заповедниксен тытăмĕ йĕркеленнин историйĕпе, сыхласа упракан çутçанталăк территорийĕсемпе, вĕсен пуянлăхĕпе, илемĕпе, сентăрансен тата чĕрчунсен тĕнчипе паллашаççĕ, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ çинчен те çĕннине сахал мар пĕлеççĕ, вăрман комплексĕсене тата историпе культура пĕлтерĕшлĕ объектсене сыхлас тĕлĕшпе кунта мĕнле ĕçленипе кăсăкланаççĕ. сĕмĕсене кура ушкăнсенче интерактивлă минутсем иртеççĕ, заповедниксем енĕпе экзамен тытаççĕ. Ачасен çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри флешмобне хутшăнас кăмăлĕсем те пысăк. 

Çитес вăхăтрах наци паркĕн ĕçченĕсем «Заповедниксен урокĕсене» ирттерме республикăри вĕрен учрежденийĕсене те çитеççĕ. 

С.ЛАРИОНОВА, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн экологи пĕлĕвĕ парас, рекреаци тата туризм пайĕн методисчĕ.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики