Кашни халăхăн сăваплăран та сăваплă вырăнĕсем пур. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, хаклă вырăнсенчен пĕри вăл – кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралса ÿснĕ чăваш ялĕ – Касаккасси (халĕ Çеçпĕл).
Поэт çуралнă кун, чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекенсем Канаш тăрăхне кайса курма кăмăл турĕç. Пурин кăмăлĕ те савăк: чаплă поэтăмăр çĕршывне каятпăр-çке-ха!
Пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Музейра курса савăнтăмăр та, тĕлĕнтĕмĕр те. Ачасене музей пуянлăхĕ кăмăлĕсене çĕклерĕ.
Регионсем хушшинче иртекен «Çеçпĕл йыхравĕ» поэзи фестивальне курса, пултаруллă поэтăмăр «çĕршывăн хастар ачисене» чĕнсе каланине ăша хывса малалла та хастар вĕренме, Чăваш çĕршывĕшĕн, халăхĕшĕн юрăхлă çынсем пулма тупа туса таврăнчĕç ачасем Çеçпĕл çĕрĕнчен.
Çапла вара, экскурси пурне те килĕшрĕ.
Шăмăршă район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайне тата «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексне пире экскурсие кайса курма май туса панăшăн чĕререн тав тăватпăр.