Çĕршыва хỹтĕлеме хатĕр

ИРТНĔ эрнере Шăмăршăри Культура Керменĕнче çар ретне тăма хатĕрленекенсен хушшинче «Призывник – 2016» ятпа конкурс иртрĕ. Унта Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Палтиел, Пăчăрлă Пашьел, Пуянкасси тата Васан ял тăрăхĕсенчен килнĕ 8 йĕкĕт тупăшрĕ, çар служби умĕн хăйсен ăсталăхĕпе вăй-халне тĕрĕслесе пăхма шутларĕ. Калас пулать, çăмăлах пулмарĕ яшсене çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма: пĕр пăтлă кире пуканне йăтассипе ăмăртмалла, противогаза вăхăтпа тĕрĕс тăхăнма пĕлмелле, автомата сỹтсе пуçтарма ĕлкĕрмелле, мишене тĕл персе лектермелле, çар службипе çыхăннă ыйтусем çине тĕрĕс хурав памалла... Тупăшăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн конкурс çĕнтерỹçи ята Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Артем Старшов тивĕçни паллă пулчĕ. Вăл кашни тапхăртах пултарулăхĕпе тата тавçăрулăхĕпе палăрчĕ, çар ретне тăма хатĕррине кăтартса пачĕ. Çамрăксене ырă сунса Шăмăршăпа Патăрьел районĕсен çар комиссариачĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ П.Иванов тата район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн методисчĕ Л.Гордеева тухса калаçрĕç, тăван çĕре сыхлас таса тивĕçе чыслăн пурнăçлама ăнăçу сунчĕç. Призывниксене конкурссенче «Метро» юрăçсемпе инструменталистсен ансамблĕ хавхалантарса тăчĕ (ертỹçи М.Шумилов). С.Кудряшов асăннă мероприятие ăста ертсе пыни те çамрăксен кăмăлне çĕклерĕ. Паллах, сцена çинчи çĕнтерỹ кăна мар, каччăсем чăн-чăн хỹтĕлевçĕсем пулма хатĕр пулни савăнтарать, пуласлăхра шанчăк парса тăрать. В.ЛЬВОВА.