Патриотсем шкулта çитĕнеççĕ

ИРТНĔ эрнере Çĕнĕ Шупашкар хулинче республикăри çарпа патриотизм клубĕсемпе кадет класĕсен фестивалĕ пулнă, унта оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Шăмăршă районĕнчен фестиваль ĕçне икĕ команда хутшăннă: кадетсен 8-мĕш класĕ тата Шăмăршăри вăтам шкулти «Паттăрлăх» çарпа патриотизм клубĕ. Командăсем 5 тĕрлĕ конкурсра ăмăртнă. Пирĕн кадетсем «Эпир _ Раççей пуласлăхĕ» пултарулăх конкурсĕнче _ виççĕмĕш, стройпа утмалли программăсен конкурсĕнче _ виççĕмĕш, пĕтĕмĕшле зачет тăрăх вара иккĕмĕш вырăн йышăннă. «Паттăрлăх» çарпа патриотизм клубĕ те фестивальте палăрнă, пĕтĕмĕшле зачет тăрăх иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Шăмăршăсем çар эстафетинче те, Калашников автоматне сỹтсе пуçтарнă çĕрте те маттур пулнă.

Н.МИЛЮШКИНА.